1 Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ.
Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ.
Иисус Иерусалима кӗрсен Турӑ Ҫуртне пынӑ та пӗтӗмпех тӗплӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ. Вара тӗттӗм пулса киличчен хуларан тухса Вун иккӗшӗпе пӗрле Вифание кайнӑ.
Унтан Иисус вӗренекенӗсене хуларан илсе тухнӑ та Вифание ҫитиччен вӗсемпе пынӑ. Вара аллисене ҫӗклесе вӗсене пилленӗ.
Ҫак хулара ҫылӑхлӑ хӗрарӑм пурӑннӑ. Вӑл фарисей килӗнче Иисус апат ҫинине пӗлнӗ те алебастр савӑтпа ырӑ шӑршӑллӑ ҫу, мирӑ, илсе пынӑ.
Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑнакан Вифани ялӗнченех пулнӑ.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус хыттӑн чӗннӗ: «Лазарь, тух!»
Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус.
Иудейсен пасха уявӗ ҫывхарса килнӗ. Таврари чылай халӑх пасха умӗн тасалма Иерусалима пынӑ.
Тепӗр кунне пасха уявне пынӑ халӑх хушшинче Иерусалима Иисус та пырать текен хыпар сарӑлнӑ.
Уява Турра пуҫҫапма пынисем хушшинче грексем те пулнӑ.
Иисус ӑҫтине пӗлнӗ иудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.