Тата тепӗр икӗ кунтан пасха тата тутлӑлла ҫӑкӑр уявӗ ҫитмелле пулнӑ. Аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем Иисуса епле те пулин чеелӗхпе тытса вӗлерме май шыранӑ.
Эсӗ вӗсене хӑвпа ил те вӗсемпе пӗрле тасалу йӑлине туса ирттер. Вӗсен Турра парне кӳнӗ тӑкакӗсене ху ҫине ил, унтан вӗсем ҫӳҫӗсене кастарччӑр. Вара пурте сан пирки илтнӗ сӑмах суя пулнине, эсӗ ху та Моисей саккунне тытса пынине курӗҫ.
Унтан Павел ҫак тупа тунӑ ҫынсене хӑйпе пӗрле илсе тасалу йӑлине туса ирттерчӗ. Тепӗр кунне вӑл Турӑ Ҫуртне кӗрсе тасалу йӑли хӑҫан вӗҫленессине тата кашнишӗн Турра хӑҫан парне парассине пӗлтерчӗ.