54 Ҫавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пуш хир ҫывӑхӗнчи Ефраим хулине кайнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.
Вара Вӑл каллех Иордан леш енне, Иоанн унччен шыва кӗртнӗ вырӑна каҫса кайнӑ, пӗр вӑхӑт унтах пурӑннӑ.
«Эпӗ пӗтӗм халӑха уҫҫӑнах вӗрентрӗм, – тенӗ ӑна Иисус. – Эпӗ сӑмахӑма иудейсем ялан пуҫтарӑнакан синагогӑсенче, Турӑ Ҫуртӗнче каларӑм, вӑрттӑн нимӗн те вӗрентмен.
Кайран Иисус Галилейӑра ҫӳренӗ. Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Хӑйне вӗлересшӗн пулнине пӗлсе Вӑл Иудея ҫӗрне каяс темен.
Анчах, тӑванӗсем уява кайсан, Иисус унта никама систермесӗр пынӑ.
Анчах та хӑйсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе пурте Ун ҫинчен вӑрттӑн ҫеҫ калаҫнӑ.
Мӗншӗн тесен паллӑ ҫын пулас текен хӑйӗн ӗҫӗсене вӑрттӑн тумасть. Эсӗ ҫакнашкал ӗҫсем тӑватӑн пулсан эппин Хӑвна тӗнчене кӑтарт».