Марфа вара хӑнана чаплӑрах ӗҫтерсе ҫитересчӗ тесе тӑрӑшнӑ. Унтан вӑл Иисус патне пынӑ та ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Йӑмӑк мана пӗчченех ӗҫлеттерни Сана нимех те мар-и? Мана пулӑшма кала-ха ӑна!»
«Эй, Марфа, Марфа, – тесе хуравланӑ Иисус, – эсӗ нумайшӑн чӑрманса, хыпкаланса ҫӳретӗн, кирли вара пӗрре кӑна. Мария чи кирлине суйласа илчӗ, ҫавна унран никам та туртса илеймӗ».
Вара Эпӗ вӗсене Санӑн ятна пӗлтертӗм. Эсӗ Мана юратни те вӗсенче пултӑр тесе, ҫапла майпа Эпӗ те вӗсенче пулам тесе, малашне те вӗсене пӗлтерсех тӑрӑп».