49 Вӗсенчен пӗри, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ Каиафа, вӗсене каланӑ: «Эсир ним те ӑнланмастӑр.
Ҫав вӑхӑтра Каиафа ятлӑ аслӑ священник керменне аслӑ священниксем, саккун вӗрентӳҫисем тата халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пухӑннӑ.
Аннапа Каиафа ун чухне аслӑ священниксем пулнӑ. Ҫавӑн чух Захария ывӑлне, Иоана, пуш хирте Турӑ сӑмахӗ илтӗннӗ.
Ҫак сӑмахсене вӑл хӑй ячӗпе каламан, ҫав ҫул аслӑ священник пулнӑ май, Иисус халӑхшӑн вилессе вӑл малтанах каласа хунӑ.
Унта аслӑ священник Анна та, Каиафа та, Иоанпа Александр та, аслӑ священник ӑрӑвӗнчен тухнӑ ытти ҫынсем те пынӑ.
Ӑҫта ӑсли? Ӑҫта саккуна вӗрентекен? Ӑҫта ҫак тӗнчери тавлашу ӑсти? Турӑ ҫак тӗнчери ӑслӑлӑхран ӑссӑрлӑх туман-и?
Ӑслӑлӑха вара эпир чун-чӗмпе аталанса ҫитнисене ӳкӗтлесе вӗрентетпӗр, анчах вӑл ҫак тӗнчен, ҫак тӗнчери пӗтес пуҫлӑхсен ӑслӑлӑхӗ мар.