48 Каплипех хӑварсан Ӑна пурте ӗненме пуҫлӗҫ. Вара Рим ҫыннисем килӗҫ те – пирӗн Турӑ Ҫуртне аркатӗҫ, пирӗн халӑха пусмӑрлӗҫ».
Ҫакӑн ҫинчен илтсен патша питӗ ҫилленсе кайнӑ. Вара хӑйӗн ҫарне ярса ҫав ҫын вӗлеренсене хӑйсене те вӗлерттернӗ, хулине ҫунтарса яма хушнӑ.
Ӗнтӗ ҫул юпписене тухӑр та кама тӗл пулатӑр, пурне те туя чӗнӗр“.
«Ҫапла вара, Турӑ Даниил пророк урлӑ калани ҫитсен, сӑваплӑ вырӑн ирсӗрлӗхпе юхӑнса тӑнине курсан, – вулакан ҫакна ӑнлантӑр, –
«Унӑн юнӗ пирӗн ҫинче, пирӗн ачасем ҫинче пултӑр!» – тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ пӗтӗм халӑх.
Саккун вӗрентӳҫисем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир пӗлӳлӗхӗн ҫӑраҫҫине хӑвӑр алла илнӗ те, хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗртместӗр».
Ҫул хӗррине ӳкни – сӑмаха илтекен ҫынсене пӗлтерет, анчах, ӗненсе ан ҫӑлӑнччӑр тесе, вӗсем патне кайран шуйттан пырать те Турӑ сӑмахне вӗсен чӗринчен вӑрласа каять.
Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.
«Ҫав Ҫын ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳрӗр тесе сире ҫирӗппӗнех асӑрхаттармарӑмӑр-и? Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗвӗре пӗтӗм Иерусалимӗпе сарса ятӑр, Ҫав Ҫын вилнишӗн те пире айӑплас тетӗр».