46 Хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Аслӑ священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытас тесе ҫапла хушнӑ: «Вӑл ӑҫтине пӗлекенсен тӳрех пире систермелле».
Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен.
Халӑхра Иисус ҫинчен ҫапла калаҫнине фарисейсем илтнӗ. Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисене Ӑна тытма янӑ.
Ҫапла вара Турӑ Ҫурчӗн хуралҫисем аслӑ священниксемпе фарисейсем патне тавӑрӑннӑ. «Эсир мӗншӗн Ӑна тытса килмерӗр?» – тӳрех ыйтнӑ лешсем.
Вара вӗсем суккӑр пулнӑ ҫынна фарисейсем патне илсе кайнӑ.
Кайран пӗрскер ҫавӑнта пынӑ та кусене ҫапла пӗлтернӗ: «Хайхи эсир тӗрмене лартнӑ ҫынсем Турӑ Ҫуртӗнче халӑха вӗрентсе тӑраҫҫӗ».