45 Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ чылай иудей, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
Халӑх Ун патне пырсах тӑнӑ. «Иоанн пӗр хӑват та туса кӑтартмарӗ пулин те, вӑл ҫак Ҫын ҫинчен каланисем пӗтӗмпех чӑна килчӗҫ», – тенӗ ҫынсем.
Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ.
Мария хӑвӑрт тӑрса тухнине курсан пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсем Мария хӑй пиччӗшӗн тупӑклӑхӗ патне йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Ҫапах та Иисуса пуҫлӑхсенчен те чылайӑшӗ ӗненме пуҫланӑ; анчах вӗсем, фарисейсенчен хӑраса, синагогӑран уйӑрса ярасран шикленсе, хӑйсем ӗненнине палӑртман.
Иерусалимра пасха уявӗнче пулнӑ чухне Иисус тӗрлӗ хӑватсем кӑтартнӑ. Ҫавна курсан чылайӑшӗ Ӑна ӗненме пуҫланӑ.
Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.