44 Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус.
Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.
Кайран виҫҫӗмӗшӗ пырса ҫапла каланӑ: „Хуҫам! Акӑ эсӗ парса хӑварнӑ мина, эпӗ ӑна тутӑрпа чӗркесе усрарӑм.
Вилнӗскер ҫавӑнтах тӑрса ларнӑ та калаҫма пуҫланӑ. Иисус ӑна амӑшне панӑ.
Эпӗ те, Аттем те – пӗр».
«Чулне куҫарса хурӑр-ха», – тенӗ Иисус. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр, ӑна тупӑклӑха хуни тӑватӑ кун иртрӗ, виле шӑрши те тухнӑ ӗнтӗ».
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус хыттӑн чӗннӗ: «Лазарь, тух!»
Ҫапла вара вӗсем иудейсен йӑлипе Иисус ӳтне ырӑ шӑршӑллӑ ҫу сӗрнӗ пирпе чӗркенӗ.
Вӑл шӑтӑкран пӗшкӗнсе пӑхнӑ та пирсем выртнине асӑрханӑ. Ҫапах та хӑй шала кӗмен.
тата Иисусӑн пуҫне витнӗ тутӑр выртнине кӑна асӑрханӑ. Чӗркенӗ тутӑр пирсенчен уйрӑм выртнӑ.
Ашшӗ вилнисене чӗртсе пурӑнӑҫ панӑ пекех, Ывӑлӗ те кама пурӑнӑҫ парас тет, ҫавна парать.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: вилнӗ ҫынсем Турӑ Ывӑлӗн сассине илтес, илтсенех чӗрӗлсе тӑрас вӑхӑт ҫитсе пырать. Вӑл ҫитрӗ те ӗнтӗ.
Пӗтӗм тӗнчене пӑхӑнтарнӑ Хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе усӑ курса Вӑл пирӗн мӗскӗн ӳт-пӗве урӑхлатӗ, Хӑйӗн мухтавлӑ Ӳт-пӗвӗ евӗрлӗ тӑвӗ.
Эпӗ – чӗрӗ. Эпӗ вилнӗччӗ, акӑ, курсам: Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнатӑп, аминь. Тамӑкпа вилӗм ҫӑраҫҫисем те Манра.