43 Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус хыттӑн чӗннӗ: «Лазарь, тух!»
Питӗ хӑраса кайнипе вӗсем пӗр-пӗрне ҫапла каланӑ: «Кам-ши Ку? Ӑна ҫил те, тинӗс те пӑхӑнать».
Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм».
Вара вилнӗ тенӗ Лазарь алли-урине пирпе чӗркенипех, питне-куҫне тутӑрпа ҫыхнипех тухнӑ. «Чӗркени-ҫыхнине салтса илӗр, утма ан чӑрмантартӑр», – тенӗ ҫынсене Иисус.
Пасха ҫитесси ултӑ кун юлсан Иисус Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Лазарь пурӑнакан Вифани ялне пынӑ.
Иисус ӑҫтине пӗлнӗ иудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.
Ҫакна асӑрхасан Петр халӑха каланӑ: «Эй, Израиль ҫыннисем! Мӗн тӗлӗнсе пӑхатӑр эсир пирӗн ҫине? Эпир ӑна хамӑр хӑватпа тата тасалӑхпа утмалла туман вӗт-ха!
Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!»
«Эней, вырӑну ҫинчен тӑр, сана Иисус Христос сыватать», – тенӗ ӑна Петр. Вӑл вара ҫав самантрах ура ҫине тӑнӑ.
Петр пурне те пӳлӗмрен тухма хушнӑ та чӗркуҫленсе ларса кӗлтунӑ. Унтан вӑл вилнӗ хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса каланӑ: «Тавифа, тӑр!» Вара хайхи хӗрарӑм куҫне уҫнӑ та, Петра курсан, тӑрса ларнӑ.