42 Эсӗ Мана илтессе пӗлетӗп пулин те, ҫакна Эпӗ кунта тӑракан халӑхшӑн каларӑм. Мана Эсӗ янине ӗненччӗр терӗм».
Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ.
Ҫапах та Эсӗ мӗн ыйтнине Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп».
Мария хӑвӑрт тӑрса тухнине курсан пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсем Мария хӑй пиччӗшӗн тупӑклӑхӗ патне йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ.
Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Иисус хыттӑн чӗннӗ: «Лазарь, тух!»
Мӗншӗн тесен Лазаре пула унта пыракан чылай иудей Иисуса ӗненме пуҫланӑ.
Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, епле ӑна чӗртсе тӑратнине курнӑ-илтнӗ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ.
Пурте пӗр пулччӑр. Эй, Аттем, Эсӗ Манра пулнӑ пек, Эпӗ Санра пулнӑ пек, вӗсем те Пирӗнте пӗр пулччӑр тесе, Мана Эсӗ янине тӗнче ӗнентӗр тесе кӗлтӑватӑп.
Эй, тӳрӗлӗхлӗ Аттем! Тӗнче Сана пӗлмерӗ, анчах та Эпӗ Сана пӗлтӗм. Кусем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ.
Мӗншӗн тесен Эсӗ Мана панӑ сӑмахсене Эпӗ вӗсене патӑм. Ҫав сӑмахсене вӗсем йышӑнчӗҫ. Вара Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.
Ҫаксене сире Иисус вӑл Турӑ Суйласа илни, Турӑ Ывӑлӗ пулнине ӗнентересшӗн, ӗненсен Унӑн ячӗпе чӗрӗлӗхлӗ пулччӑр тесе ҫырнӑ.
Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.
Айӑплас пулсан та, Манӑн судӑм чӑн пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Эпӗ Хам тӗллӗн мар, Хама кунта яракан Аттепе пӗрле суд тӑватӑп.
Мана кунта Яракан Манпа пӗрлех. Эпӗ яланах Ӑна юрӑхлине кӑна тунӑран Аттем Мана пӑрахмасть, пӗччен хӑвармасть».
«Эпӗ Хам тӗллӗн килмен, Турӑ патӗнчен анса килнӗ. Мана Вӑл янӑ, – тавӑрнӑ Иисус. – Ҫавӑнпа та, сирӗн Аҫӑр Турӑ пулсассӑн эсир Мана юратнӑ пулӑттӑр.
Хавшак этеме пула вӑйне ҫухатнӑ саккун тӑвайманнине Турӑ турӗ. Вӑл Хӑйӗн Ывӑлне, этем ҫылӑхӗшӗн Турра парнелӗхе кӳмешкӗн ҫылӑхлӑ ҫын евӗрлӗ пултарса, ҫӗр ҫине янӑ. Турӑ ҫапла этемри ҫылӑха айӑплав хунӑ.
Анчах та вӑхӑт тулса ҫитсен Турӑ Хӑйӗн пӗртен-пӗр Тӑван Ывӑлне янӑ. Ӑна хӗрарӑмах ҫуратнӑ, Ҫав Ывӑл та саккуна пӑхӑнса пурӑннӑ.
Ҫӗр ҫинче ӳтленсе пурӑннӑ чухне Иисус Хӑйне вилӗмрен ҫӑлма Пултаракана ӗсӗклесе, куҫҫулӗпе йӗрсе кӗлтунӑ, йӑлӑннӑ. Вӑл Турра хисепленӗрен Турӑ Ӑна илтнӗ.
Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.
Атте Турӑ Хӑйӗн Ывӑлне тӗнчене Ҫӑлакан пулмашкӑн янӑ, ҫавна эпир куҫӑн курнӑран ҫирӗплетсе пӗлтеретпӗр.