33 Мария та, пӗрле пынӑ иудейсем те хытӑ йӗнине курсан кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе Иисус пӑлханса кайнӑ та
Иисус, вӗсем хытӑ чунлӑ пулнӑран кулянса, вӗсене ҫилӗллӗн пӑхса ҫавӑрӑннӑ та ҫав ҫынна каланӑ: «Аллуна тӑс-ха». Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».
Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ.
Мария хӑвӑрт тӑрса тухнине курсан пӳртре ӑна лӑплантарса ларнӑ иудейсем те ун хыҫҫӑн кайнӑ. Вӗсем Мария хӑй пиччӗшӗн тупӑклӑхӗ патне йӗме каять пулӗ тесе шухӑшланӑ.
каланӑ: «Ӑҫта пытартӑр эсир ӑна?» «Хуҫамӑр, пырса пӑхсамччӗ», – тенӗ Ӑна.
Иисусӑн куҫӗсем шывланнӑ.
Иисус, ҫаплах чун-чӗререн хурланса, Лазаре пытарнӑ тупӑклӑх патне пынӑ. Ту хӑвӑлӗн шӑтӑкне чулпа хупланӑ пулнӑ.
«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.
Ҫак сӑмахсене каласан Иисусӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ. «Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – уҫҫӑнах пӗлтернӗ Вӑл, – сирӗнтен пӗри Мана тытса парӗ».
Савӑнаканпа пӗрле савӑнӑр, йӗрекенпе пӗрле йӗрӗр.
Пирӗн Аслӑ священник, эпир халсӑррине пӗлсе, хута кӗрет. Вӑл, ҫылӑхсӑр пуҫне, эпир мӗн тӳснине йӑлтах тӳснӗ.