26 Мана ӗненсе пурӑнакан кирек кам та нихӑҫан та вилмӗ. Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и?»
Е Эпӗ халӗ Аттемрен тархасласа ыйтма пултараймӑп тетӗн-и? Ыйтсан, Вӑл ҫак самантрах Ман патӑма вун икӗ пулккӑ та ытла ангел ярӗ.
Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».
Эпӗ вӗсене ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ паратӑп, вӗсем нихӑҫан та вилмӗҫ. Вӗсене Ман аллӑмран никам та туртса илеймӗ.
Эпӗ Аттемре, Аттем Манра пулнине ӗненместӗн-им? Сире калакан сӑмахсене Эпӗ Хамран каламастӑп. Мӗн тӑвассине Манри Аттем Хӑй тӑвать.
Кам та кам Эпӗ панӑ шыва ӗҫет, унӑн ӗмӗрне те ӑшӗ хыпмӗ. Эпӗ паракан шыв унӑн чунӗнче ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа юхакан ҫӑлкуҫ пулса тӑрӗ».
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Ман сӑмаха итлекен, Мана кунта Яракана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ. Вӑл вилӗмрен чӗрӗлӗхе куҫать, унӑн Турӑ судне те пымалла мар.
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Мана ӗненекен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулать.
Ӑна хӑваласа янӑ тенине илтсен Иисус ҫав ҫынна шыраса тупнӑ та ыйтнӑ: «Эсӗ Турӑ Ывӑлне ӗненетӗн-и?»
Мӗншӗн тесен ӳт-пӳшӗн пурӑнатӑр пулсан – вилетӗр. Енчен те Сывлӑш пулӑшнипе ӳт-пӳ илӗртӗвӗ хыҫҫӑн каймастӑр пулсан – чӗрӗ пулатӑр.