24 «Чӗрӗлсе тӑмалли юлашки кун ҫитсен вилнӗ ҫынсем чӗрӗлсе тӑрасса хам та пӗлетӗп-ха», – тенӗ Ӑна Марфа.
Вӗсем сана тавӑрса парайманшӑн эсӗ телейлӗ пулӑн. Уншӑн сана сӑваплӑ ҫынсем чӗрӗлсе тӑнӑ чухне тавӑрса парӗҫ».
«Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ», – тенӗ ӑна Иисус.
Мана кунта яракан Атте ирӗкӗ вара ҫапла: Хама панисенчен пӗрне те Манӑн ҫухатмалла мар, юлашки кун ҫитсен вӗсене пурне те вилӗмрен чӗртсе тӑратмалла.
Мана кунта Яракан ирӗкӗ ҫакӑн пек: Ывӑлне куракан, Ӑна ӗненекен кашни ҫын ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулмалла. Эпӗ вара ӑна юлашки кун, суд кунӗ ҫитсен, чӗртсе тӑратӑп».
Вилнӗ ҫынсене – тӳрӗ тата тӳрӗ мар пурӑннисене те – Турӑ чӗртсе тӑратасса шанатӑп, ҫапла пуласса вӗсем хӑйсем те кӗтеҫҫӗ.
Вилнисене, чӗртсе тӑратса, хӗрарӑмсене тавӑрса панӑ. Хӑшӗ-пӗрисем, Турӑшӑн вилмеллех асап курнисем, лайӑхрах пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑрас тесе, сӗннӗ ирӗклӗхе те йышӑнман.