22 Ҫапах та Эсӗ мӗн ыйтнине Турӑ Сана халӗ те парасса эпӗ пӗлетӗп».
Вара Иисус, патнерех пырса, ҫапла каланӑ: «Пӗлӗт ҫинче те, ҫӗр ҫинче те пуҫ пулма Мана тулли ирӗк панӑ.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».
«Пиччӳ чӗрӗлсе тӑрӗ», – тенӗ ӑна Иисус.
Эсӗ Ӑна пур этемпе те пуҫ пулма ирӗк панӑ пекех, Вӑл та Эсӗ шанса панисене пурне те ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ парӗ.
Ашшӗ Ывӑлне юратать, Вӑл пӗтӗмпех Унӑн аллине панӑ.
Анчах та ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ итлеменнине пӗлетпӗр вӗт-ха. Вӑл Хӑйне хисеплекене, Хӑйӗн ирӗкне пурнӑҫлакана кӑна итлет.