2 Ҫав Мария кайран Хуҫамӑра мирӑ сӗрсе Унӑн урисене хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлаканни пулнӑ. Чирлесе ӳкнӗ Лазарь шӑпах унӑн пиччӗшӗ пулнӑ.
Иисус Вифанире юхан-суранлӑ Симон патӗнче хӑнара пулнӑ чухне ҫавӑнта пӗр хӗрарӑм кӗнӗ. Вӑл алебастр савӑтпа таса та хаклӑ йышши нардран тунӑ ырӑ шӑршӑллӑ мирӑ илсе пынӑ. Хӗрарӑм, чул савӑтне ҫапса уҫса, Унӑн пуҫне ҫав ҫупа сӗре пуҫланӑ.
Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.
Иоанн вара вӗсенчен иккӗшне чӗнсе илнӗ те: «Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.
Ҫавӑн чухне Марфа Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ кунта пулнӑ пулсан пиччем вилмен пулӗччӗ!
Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ.
Мария вара Иисус тӑракан вырӑна пынӑ. Иисуса курсан Ун умне ӳксе пуҫҫапса каланӑ: «Хуҫамӑр, Эсӗ кунта пулнӑ пулсан, пиччем вилмен пулӗччӗ!»
Ҫавӑнта Мария пӗр кӑкшӑма тултарса нардран тунӑ таса, хаклӑ йышши мирӑ илсе пынӑ. Унтан, Иисусӑн урине ҫупа сӗрсе, ҫӳҫӗпе шӑла-шӑла илнӗ. Пӳрчӗпех ырӑ мирӑ шӑрши сарӑлнӑ.
– Эсир Мана Вӗрентекен тетӗр, Хуҫамӑр тетӗр. Тӗрӗсех калатӑр, Эпӗ, чӑнах та, сирӗн Вӗрентекенӗр тата Хуҫӑр.
Ҫапла вара, Эпӗ, сирӗн Хуҫӑр тата Вӗрентекенӗр, урӑрсене ҫурӑм пулсан, сирӗн те пӗр-пӗрин урисене ҫумалла.