17 Вифани ялне ҫитсен Иисус Лазаре тӑватӑ кун каяллах пытарнине пӗлнӗ.
Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.
«Чулне куҫарса хурӑр-ха», – тенӗ Иисус. Вилнин йӑмӑкӗ, Марфа, Иисуса каланӑ: «Хуҫамӑр, ӑна тупӑклӑха хуни тӑватӑ кун иртрӗ, виле шӑрши те тухнӑ ӗнтӗ».
«Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус.