16 Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!»
Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,
«Санпа пӗрле вилмелле пулсассӑн та эпӗ Санран тунас ҫук», – тенӗ Ӑна Петр. Ытти вӗренекенӗсем те ҫавнашкалах каланӑ.
Андрей, Филипп, Варфоломей, Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Фаддей, Симон Кананит
«Хуҫамӑр, эпӗ Санпа пӗрле тӗрмене ларма та, вилме те хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.
Матфей, Фома, Алфей ывӑлӗ Иаков, Зилот текен Симон,
Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!»
«Равви! – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каясшӑн-и?»
«Хуҫамӑр! Мӗншӗн мана халӗ Сан хыҫӑнтан пыма юрамасть? Эпӗ Саншӑн чунӑма пама та хатӗр!» – тенӗ Ӑна Петр.
«Хуҫамӑр! Эсӗ ӑҫта каяссине эпир пӗлместпӗр, – тенӗ Ӑна Фома, – апла ҫулне пирӗн мӗнле пӗлес?»
Петр текен Симон, Йӗкӗреш текен Фома, Галилейӑри Кана ҫынни Нафанаил, Зеведей ывӑлӗсем тата Иисусӑн тепӗр икӗ вӗренекенӗ пӗрле пуҫтарӑннӑ.
Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.