15 Эпӗ сирӗншӗн савӑнатӑп. Сирӗн ӗненӗвӗре ҫирӗплетес тесе Эпӗ унта пулмарӑм. Халӗ ӗнтӗ каяр!»
Вара Иисус тӳррӗнех каланӑ: «Лазарь вилнӗ.
Ҫавӑн чухне Йӗкӗреш тесе ят панӑ Фома ытти вӗренекенсене каланӑ: «Каяр та Унпа пӗрлех вилер!»
Ҫавна илтсен Иисус каланӑ: «Ку чир вилмелли чир мар. Ку – Турӑ мухтавне кӑтартмалли, ҫапла майпа Турӑ Ывӑлне мухтава кӑлармалли чир».
Ҫакнашкал калаҫнине илтсен Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Ку сасӑ Маншӑн мар, сирӗншӗн пулчӗ!
Вӗсем те Санӑн чӑнлӑхупа тасалччӑр тесе Хама Эпӗ вӗсемшӗн паратӑп.
Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.
Ӗнтӗ нумайӑшӗ Туррӑн тулли ырӑлӑхне илсе Турра ытларах та ытларах тав туса мухтаччӑр тесе, эпир пурне те сирӗншӗн тӳсетпӗр.
Ҫавӑнпа, суйласа илнисем те Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулса ҫӑлӑнӑҫ тата ӗмӗрлӗх мухтав илччӗр тесе, эпӗ вӗсемшӗн тем тӳсме те хатӗр.
Эпӗ сирӗн патӑра, Турӑ Ывӑлне ӗненекенсем патне, ҫакна ҫырса яратӑп: Турӑ Ывӑлне ӗненсен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса пӗлсе тӑрӑр.