Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 11:1 - Синодальный НЗ

1 Лазарь ятлӑ пӗр ҫын чирлесе ӳкнӗ. Вӑл Марияпа унӑн аппӑшӗ Марфа пурӑнакан Вифани ялӗнченех пулнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 11:1
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара Иисус вӗсене пӑрахса кайнӑ та хуларан тухса Вифанире ҫӗр каҫнӑ.


Иисуспа вӗренекенӗсем Иерусалималла ҫывхарса пынӑ. Ҫавӑн чухне, Елеон тӑвӗ патӗнчи Виффагипе Вифани тӗлне ҫитсен, Иисус икӗ вӗренекенне


Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Вӑл вӗсене каланӑ: «Лазарь тусӑмӑр ҫывӑрать, Манӑн ӑна кайса вӑратмалла».


Вифани ялӗ Иерусалимран инҫех те мар, пӗр икӗ-виҫӗ ҫухрӑмра ҫеҫ пулнӑ.


Пиччӗшӗшӗн хуйхӑракан Марфӑпа Марияна лӑплантарма иудейсем чылаййӑн пухӑннӑ.


Лазарь йӑмӑкӗсем Иисус патне: «Хуҫамӑр, Санӑн юратнӑ ҫынну чирлӗ», – тесе калама янӑ.


Иисус Лазаре тупӑклӑхран чӗнсе кӑларнине, епле ӑна чӗртсе тӑратнине курнӑ-илтнӗ ҫынсем ҫавӑн ҫинчен ыттисене кала-кала кӑтартнӑ.


Иисус ӑҫтине пӗлнӗ иудейсем ҫавӑнта йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Вӗсем Иисуса кӑна мар, Вӑл вилӗмрен чӗртнӗ Лазаре те курасшӑн пулнӑ.


Анчах пӗррехинче Тавифа хытӑ чирлесе ӳкнӗ те вилсе кайнӑ. Ӑна вара ҫуса хӑтлӑ пӳлӗме хунӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ