Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 10:5 - Синодальный НЗ

5 Вӗсем ют ҫын хыҫҫӑн каймаҫҫӗ, сассине палламанран вӗсем унран тараҫҫӗ».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 10:5
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Тата вӗсене каланӑ: «Ман сӑмахӑма тимлӗн итлӗр. Мӗнле виҫепе виҫетӗр, хӑвӑра та ҫав виҫепех виҫсе парӗҫ. Сире, сӑмахӑма итлекенсене, ытларах та хушса парӗҫ.


Ҫапла вара хӑвӑр епле итленине асӑрхӑр. Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ. Камӑн ҫук, унӑнне пур тесе шутланине те туртса илӗҫ».


Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ.


Сурӑхсене кӑларсан вӑл кӗтӳ пуҫӗнче пырать. Сурӑхӗсем, унӑн сассине палланӑран, ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.


Вӑхӑт ҫитсессӗн ҫынсем чӑн вӗрентнине итлес темӗҫ. Хӑйсен кӑмӑлне тивӗҫтермешкӗн вӗсем йӑпӑлтатакан, хитре калаҫакан вӗрентекенсене суйлӗҫ.


Вӗсем хамӑр хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем нихӑҫан та пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулсассӑн, пирӗнпех юлӗччӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн йышран тухрӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пуртех те пирӗннисем марри палӑрчӗ.


Эпӗ сирӗн патӑра эсир чӑнлӑха пӗлменрен ҫырмастӑп. Эсир чӑнлӑха та, чӑнлӑх суя ҫуратманнине те пӗлетӗр.


Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ