41 Халӑх Ун патне пырсах тӑнӑ. «Иоанн пӗр хӑват та туса кӑтартмарӗ пулин те, вӑл ҫак Ҫын ҫинчен каланисем пӗтӗмпех чӑна килчӗҫ», – тенӗ ҫынсем.
Вара вӑл хӑйӗн улпут таврашӗсене ҫапла каланӑ: «Ку ҫын – Шыва кӗртекен Иоанн, вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑран вӑл хӑватсем кӑтартать те».
«Сана пурте шыраҫҫӗ», – тенӗ вӗсем Иисуса тупсан.
Ҫав хушӑра унта темиҫе пин ҫын пуҫтарӑннӑ, тӑвӑр пулнипе вӗсем пӗр-пӗрне хӗстернӗ. Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсем енне ҫавӑрӑнса ҫапла каланӑ: «Фарисейсен кӑвас тӗпӗнчен – вӗсен икӗпитлӗхӗнчен – сыхланӑр.
Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.
Ман хыҫран Килекенни шӑпах Ҫавӑ, анчах Вӑл манран малти. Эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар».
Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.