Ҫавна пула Иисус иудейсем хушшинче пит курӑнсах ҫӳремен. Вӑл унтан пуш хир ҫывӑхӗнчи Ефраим хулине кайнӑ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе пӗрле Иисус пӗр хушӑ ҫавӑнта пурӑннӑ.
Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ».