35 – Саккун кӗнекинче Турӑ сӑмахне итлекенсене те турӑ тенӗ. Ҫырнине хирӗҫлесе калама вара юрамасть.
Ҫӗрпе пӗлӗт те пӗтӗ, Ман сӑмахӑмсенчен пӗри те пӗтмӗ.
Пӑталанӑ хыҫҫӑн салтаксем Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ.
Чӑн калатӑп сире: ҫӗрпе пӗлӗт пӗтиччен, ҫырнинче калани пӗтӗмпех пурнӑҫланиччен саккунри пӗр сас палли те, пӗр йӗр те пӗтмӗ.
Ҫапах та саккунри пӗр сас палли те ҫухалмасть. Вӑл пӗтиччен ҫӗрпе пӗлӗт пӗтӗ.
«Сирӗн саккун кӗнекинче мӗнле ҫырнӑ-ха? „Эсир – турӑсем, – тесе Эпӗ каларӑм“. Ҫапла ҫырман-им? – тавӑрнӑ вӗсене Иисус.
Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр?
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус, пӗтӗмпех пурнӑҫланнине кура, Ҫырнинче калани пулса ҫиттӗр тесе, ҫапла каланӑ: «Ӑшӑм хыпрӗ».
Кирек епле чун та аслӑ влаҫсене пӑхӑнса пурӑнтӑр, мӗншӗн тесен влаҫлӑ пурӑнӑҫ йӗркине Турӑ тунӑ, кирек епле влаҫ та Турӑран.