Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 10:31 - Синодальный НЗ

31 Хайхи иудейсем Ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 10:31
13 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Фарисейсем вара синагогӑран тухсанах Ӑна вӗлерме кавар тунӑ. Анчах та Иисус, ҫавна пӗлсе, унтан кайнӑ.


Анчах та лешсем унӑн тарҫисене ярса тытнӑ та хӑшне хӗнесе тӑкнӑ, хӑшне ҫапса пӑрахнӑ, хӑшне тата чулпа пере-пере вӗлернӗ.


Ҫапла майпа тӳрӗ пурӑннӑ Авель юнӗнчен пуҫласа Турӑ Ҫурчӗн картишӗнче, парне вырӑнӗ умӗнче, хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах, ҫӗр ҫинче сӑваплӑ ҫынсем тӑкнӑ мӗн пур юншӑн сире явап тытма лекӗ.


Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.


Ҫавӑн чухне Ун тавра иудейсем пухӑннӑ. «Эсӗ пире хӑҫанччен иккӗлентересшӗн? – тенӗ Ӑна. – Эсӗ Турӑ Суйласа илни пулсан, кала пире уҫӑмлӑн».


«Хамӑн Аттем ячӗпе Эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, – тенӗ Иисус. – Ҫавсенчен хӑшӗншӗн эсир Мана чулпа пере-пере вӗлересшӗн?»


«Равви! – тенӗ Ӑна вӗренекенӗсем. – Анчахрах Сана иудейсем чулпа пере-пере вӗлересшӗнччӗ, Эсӗ каллех унта каясшӑн-и?»


Ҫавӑнпа та ятлӑ-сумлисем Ӑна шӑмат куна хисеплеменшӗн кӑна мар, Турра Манӑн Аттем теме хӑйнӑшӑн, ҫапла каласа Хӑйне Турӑпа танах хунӑшӑн вӗлерес тесе тата ҫирӗпрех шут тытнӑ.


Тарӑхса кайнипе иудейсем Ӑна вӗлерес тесе чулсем ярса тытнӑ. Анчах Иисус, курӑнмӑш пулса, вӗсем хушшипелех Турӑ Ҫуртӗнчен тухса кайнӑ.


Сирӗн мӑн аслаҫӑрсем пророксенчен хӑшне хӗсӗрлемен? Тӳрӗлӗхли килессине малтанах каласа хунӑ пророксене вӗсем вӗлернӗ. Халӗ эсир Ӑна Хӑйне тытса парса вӗлертӗр!


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ