30 Эпӗ те, Аттем те – пӗр».
Аттем Мана йӑлтах панӑ. Ашшӗсӗр пуҫне Ывӑлне никам та пӗлмест. Ашшӗне те Ывӑлӗсӗр пуҫне никам та пӗлмест, Ывӑлӗ пӗлтерес тесен анчах пӗлӗҫ.
Ӗнтӗ кайӑр та Ашшӗн, Ывӑлӗн, Святой Сывлӑшӑн ячӗпе шыва кӗртсе мӗн пур халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентӗр.
Вӗсене Мана панӑ Аттем пуринчен те аслӑ. Вӗсене Аттем аллинчен никам та туртса илеймӗ.
Эппин мӗншӗн-ха эсир Мана, Аттем Хӑй суйласа илсе тӗнчене Янӑскере, „Эпӗ – Турӑ Ывӑлӗ“ тенӗшӗнех Турра хурлатӑн, тетӗр?
Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Мана юратакан Эпӗ вӗрентнӗ пек пурӑнӗ; ӑна Аттем те юратӗ. Вара Эпир Аттепе ун патне пырӑпӑр та унпа пӗрле пулӑпӑр.
Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Эх, Филипп, Эпӗ сирӗнпе мӗн чухлӗ пултӑм, ҫапах та эсӗ Мана пӗлейместӗн-и? Мана курни Аттене те курнӑ. Мӗншӗн-ха эсӗ тата: „Аттемӗре кӑтартсам“, – тетӗн?
Аттемӗн мӗн пурри пӗтӗмпех Манӑн. „Манран мӗн илтнине сире Сывлӑш пӗлтерӗ“ тесе ҫавӑнпа каларӑм та».
Манӑн мӗн пурри те – Санӑн. Санӑнни те – Манӑн. Вӗсене пула Эпӗ мухтавлӑ пултӑм.
Анчах та Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Манӑн Аттем Хӑйӗн ӗҫне яланах тӑвать, Эпӗ те тӑватӑп».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ».
Паллах, эпир Турра хисепленин вӑрттӑнлӑхӗ пысӑкран та пысӑк: Турӑ ӳтленсе килнӗ, Вӑл Кам пулнине Сывлӑш ҫирӗплетнӗ, Ӑна ангелсем те курнӑ, Ун ҫинчен ытти халӑхсене ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, тӗнче Ӑна ӗненсе йышӑннӑ, тӳпене Вӑл мухтавлӑхпа ҫӗкленнӗ.
Пире ҫав ырӑлӑх шанчӑк ҫитес телейлӗ куна – хамӑра Ҫӑлакан аслӑ Туррӑмӑр Иисус Христос мухтавлӑ килес куна – кӗтме вӗрентет.
Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.
Ҫавӑн ҫинчен тӳпере виҫҫӗн ҫирӗплетсе калаҫҫӗ: Атте Турӑ, Сӑмах Турӑ тата Святой Сывлӑш. Ҫаксем виҫҫӗшӗ те – пӗр.