26 Ҫапах та эсир ӗненместӗр. Мӗншӗн тесен, пӗрре каланӑччӗ ӗнтӗ, эсир Ман сурӑхсем мар.
Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ.
Сурӑхсене кӑларсан вӑл кӗтӳ пуҫӗнче пырать. Сурӑхӗсем, унӑн сассине палланӑран, ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.
Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп.
Унтан хушса хунӑ: «Ҫавӑнпа та Эпӗ сире Аттем пулӑшмасӑр сирӗнтен пӗри те Ман патӑма ҫитеймӗ тесе каларӑм».
Турӑ ачисем Турӑ сӑмахне итлеҫҫӗ. Турӑ ачисем пулманран эсир Мана итлеместӗр те».
Эпир – Туррӑн. Турра пӗлекен пире итлет. Кам Туррӑн мар, ҫав пире итлемест. Чӑнлӑх Сывлӑшне аташтаракан сывлӑшран ҫапла майпа уйӑрса илетпӗр те.