Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 10:25 - Синодальный НЗ

25 Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Эпӗ сире каларӑм ӗнтӗ, анчах эсир ӗненместӗр. Эпӗ Аттем ячӗпе тӑвакан ӗҫсем хӑйсемех Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтереҫҫӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 10:25
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Хамӑн Аттем ячӗпе Эпӗ сире нумай ырӑ ӗҫ туса кӑтартрӑм, – тенӗ Иисус. – Ҫавсенчен хӑшӗншӗн эсир Мана чулпа пере-пере вӗлересшӗн?»


Эпӗ Аттем ӗҫне тумасан Мана ан ӗненӗр.


Аттем ӗҫне тӑватӑп пулсан, Мана ӗненмесен те, Манӑн ӗҫӗмсене ӗненӗр. Вара тин эсир Аттем Манра пулнине, Эпӗ те Унра пулнине пӗлсе ӑнланса илӗр».


Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать.


Иисус иудейсене тем тӗрлӗ хӑват кӑтартнӑ пулин те, вӗсем Ӑна ӗненмен.


Эпӗ Аттемре тенине те, Аттем Манра тенине те ӗненӗр. Каланине ӗненмесен ӗҫӗмсене курса ӗненӗр.


Хӑйӗн вӗренекенӗсене Иисус тата нумай хӑватсем туса кӑтартнӑ пулнӑ. Ку кӗнекере вӗсем пирки ҫырман.


Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».


Кирек епле пулсассӑн та, чылайӑшӗ Ӑна ӗненнӗ. «Турӑ Суйласа илни килсен, Ку тунӑ хӑватсенчен те ытларах тӑвӗ-ши вара?» – тенӗ вӗсем.


Иисус татах халӑха каланӑ: «Эпӗ – тӗнче ҫути. Ман хыҫӑмран пыракан тӗттӗмлӗхре ҫӳремӗ, вӑл чӗрӗлӗх ҫутиллӗ пулӗ».


Ҫавӑнпа Эпӗ сире „хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр“ тесе каларӑм. Эпӗ Кам пулнине ӗненмесен, чӑнах та, хӑвӑр ҫылӑхӑрпах вилӗр».


Сирӗн мӑн аслаҫӑр Авраам Эпӗ килнӗ вӑхӑта пит курасшӑнччӗ: курчӗ те – савӑнмаллипех савӑнчӗ».


«Чӑн-чӑнах калатӑп сире, – тенӗ Иисус, – Эпӗ – пур, Авраам ҫураличчен те пулнӑ».


Турӑ Назаретри Иисуса суйласа илсе Святой Сывлӑш тата вӑй-хӑват пачӗ. Вӑл пур ҫӗрте те ырӑ ӗҫсем туса, усал ернисене сыватса ҫӳрерӗ, мӗншӗн тесен Турӑ Унпа пӗрле пулчӗ.


Эй, Израиль ҫыннисем! Ҫак сӑмахсене тимлесе итлӗр: эсир Иисус Назорея, Турӑ малтанах пӗлсе, палӑртса хунипе сутмалла пулнӑскере, тытрӑр та Ӑна ҫылӑхлисен аллине патӑр. Пӗлетӗр ӗнтӗ, Турӑ Унӑн тивӗҫлӗхне сирӗн хушшӑрта Ун урлӑ хӑватсем, тӗлӗнмелле ӗҫсем, паллӑсем кӑтартса сире пӗлтерчӗ. Эсир Иисуса вӗлерттертӗр,


эпир ҫав тери аслӑ ҫӑлӑнӑҫшӑн чуна парса тӑрӑшмасан пире айӑплав пулмӗ-и? Ҫӑлӑнӑҫ хыпарне чӑн малтан Хуҫамӑр ӳкӗтлесе вӗрентнӗ, Хӑйӗнчен илтекенсем каласа пани пирӗн ӑшра ҫав хыпара тӗреклетнӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ