24 Ҫавӑн чухне Ун тавра иудейсем пухӑннӑ. «Эсӗ пире хӑҫанччен иккӗлентересшӗн? – тенӗ Ӑна. – Эсӗ Турӑ Суйласа илни пулсан, кала пире уҫӑмлӑн».
«Килмелли Эсӗ-и е пирӗн урӑххине кӗтмелле?» – тесе ыйтма Иисус патне янӑ.
Ҫак сӑмахсене Вӑл уҫҫӑнах каланӑ. Анчах та Петр Ӑна, аяккарах чӗнсе илсе, хирӗҫлеме пуҫланӑ.
Кӗтсе тӑракан ҫынсем пурте хӑйсен ӑшӗнче Иоанн пирки: «Ку Турӑ Суйласа илни мар-ши?» – тесе шухӑшланӑ чухне
Иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем Иоанн патне Иерусалимри священниксемпе левитсене: «Кам эсӗ?» – тесе ыйтма ярсан, Иоанн вӗсене: «Эпӗ Христос мар», – тесе тӳрремӗнех ҫирӗплетсе каланӑ.
Хайхи иудейсем Ӑна вӗлерес тесе каллех чулсем ярса тытнӑ.
«Эпир Сана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн вӗлересшӗн мар, – тавӑрнӑ иудейсем. – Эсӗ, ҫын пуҫҫӑнах Хӑвна Турӑ вырӑнне хурса, Турра хурлатӑн вӗт-ха!»
«Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм. Аттем ҫинчен уҫҫӑн калас вӑхӑт, ытарлӑхсем калама пӑрахас вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ.
«Кам вара Эсӗ?» – ыйтнӑ ҫавӑн чухне Унран. «Кам пулнине Эпӗ сире темиҫе те каларӑм, – хуравланӑ Иисус. – Эпӗ – пуҫламӑшӗнченех Пурри.
Эсӗ мӗн, пирӗн мӑн асаттемӗр Авраамран та чаплӑрах-им? Вӑл та, пророксем те вилнӗ. Эсӗ Хӑвна Кам вырӑнне хуратӑн?»
Ашшӗпе амӑшӗ иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисенчен хӑранипе ҫапла каланӑ. Мӗншӗн тесен ятлӑ-сумлисем Ӑна Христос тесе йышӑнакансене синагогӑран уйӑрса ярас тесе калаҫса татӑлнӑ пулнӑ.
Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр.