2 Алӑкран кӗрекенни ҫеҫ чӑн-чӑн сурӑх кӗтӳҫи.
Ҫынна ҫӑвара кӗрекенни мар, ҫӑвартан тухаканни ирсӗрлетет».
Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Эпӗ Хам сурӑхӑмсене пӗлетӗп, вӗсем те Мана пӗлеҫҫӗ.
Вара Иисус Хӑйӗн сӑмахне малалла тӑснӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: Эпӗ – сурӑхсем валли тунӑ алӑк.
Эпӗ – алӑк: Ман витӗр кӗрекен ҫӑлӑнӗ. Вӑл кӗрӗ те, тухӗ те, улӑх-ҫаран та тупӗ.
Ҫапла вара, сыхланса пурӑнӑр, пӗтӗм кӗтӗве те сыхлӑр. Сире ҫав кӗтӗве пӑхма Святой Сывлӑш шанса панӑ. Ӗненекен ушкӑн кӗтӳҫисем пулӑр. Ҫав ушкӑна – Хуҫамӑрӑн тата Туррӑн Чиркӗвне – Вӑл Хӑйӗн Юнӗпе тӳлесе илнӗ.
Пророкла каланисемпе килӗшӳллӗн священниксем алӑ хунипе хӑвна панӑ пултарулӑхна сая ан яр.
Пӗтермен ӗҫсене туса пӗтертӗр тесе, кашни хуларах пресвитерсем ларттӑр тесе сана эпӗ Критра хӑвартӑм. Эпӗ сана ҫапла хушнӑччӗ:
Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,
Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр.
Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.
Эсӗ Манӑн аллӑмра курнӑ ҫичӗ ҫӑлтӑр тата ҫичӗ ҫутаткӑҫ акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ: ҫичӗ ҫӑлтӑр вӑл – ҫичӗ чиркӗвӗн ангелӗсем, эсӗ курнӑ ҫичӗ ҫутаткӑҫ вара – ҫичӗ чиркӳ».