18 Никам та Ман чунӑма туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна памашкӑн та, каялла илмешкӗн те ирӗкӗм пур. Мана Аттем ҫапла хушнӑ».
Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать.
Аттем Мана пӗлнӗ пекех, Эпӗ те Аттеме пӗлетӗп. Эпӗ сурӑхӑмсемшӗн чунӑма паратӑп.
Эпӗ чунӑма каялла илес тесе паратӑп, ҫавӑнпа юратать те Мана Аттем.
Анчах та тӗнчен Эпӗ Аттеме юратнине пӗлмеллех. Ҫавӑнпа та Эпӗ Аттем мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑватӑп. Ӗнтӗ тӑрар та кунтан каяр».
Эпӗ Аттем хушнине туса тӑнӑран Унӑн юратулӑхӗпе пурӑнатӑп. Эпӗ хушнине туса тӑрсан эсир те Ман юратулӑхӑмпа пурӑнӑр.
«Ҫӳлтен паман пулсан санӑн Манпа пуҫ пулма нимӗнле ирӗк те пулас ҫукчӗ, – тавӑрнӑ Иисус, – ҫавӑнпа Мана сан аллуна тытса паракана ытларах ҫылӑх пулӗ».
Ашшӗ Хӑй чӗрӗлӗхлӗ пулнӑ пекех, Ывӑлне те чӗрӗлӗхлӗ пулма панӑ.
Мӗн тӑвасси Ман ирӗк мар, Аттене итленӗрен ҫапла суд тӑватӑп. Хам ирӗкӗме мар, Хама яракан ирӗкне тума тӑрӑшнӑран Ман судӑм тӗрӗс».
Мӗншӗн тесен Эпӗ ҫӳлтен Хам ирӗкӗме тума мар, Хама кунта яракан Аттемӗн ирӗкне тума антӑм.
анчах та Турӑ Ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, Ӑна вилӗм те тытса чараймарӗ.
Ӑна, Иисуса, Турӑ чӗртсе тӑратнине эпир пурте хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр.
пурӑнӑҫ Хуҫине вара вӗлертӗр. Ӑна ӗнтӗ Турӑ вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, ҫавна курса ҫирӗплетекенсем эпир хамӑр.
Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ.
Анчах та вӑхӑтлӑха ангелсенчен кӗҫӗнрех пулнӑ Иисус Хӑйӗн вилӗмӗ урлӑ мухтавлӑ, чыслӑ пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине куратпӑр. Ҫапла вара, Турӑ тивлечӗпе Вӑл пирӗншӗн кашниншӗн вилнӗ.