16 Манӑн урӑх сурӑхсем те пур, вӗсем ку картара мар. Манӑн вӗсене те илсе килмелле. Вӗсем те Ман сасса илтӗҫ, вара пӗр кӗтӳ, пӗр Кӗтӳҫӗ пулӗ.
Петр ҫапла каласа тӑнӑ чухнех сасартӑк вӗсене ҫутӑ пӗлӗт хупласа илнӗ. Пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Унра; Ӑна итлӗр», – текен сасӑ илтӗннӗ.
«Е пӗр-пӗр хӗрарӑм хӑйӗн вунӑ драхма укҫинчен пӗрне ҫухаттӑр. Вӑл вара ҫутаткӑҫ ҫутса, урайне шӑпӑрпа шӑлса укҫине тупичченех тӑрӑшса шырамӗ-и?
Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать.
Алӑкран кӗрекенни ҫеҫ чӑн-чӑн сурӑх кӗтӳҫи.
Ман сурӑхсем сассӑма итлеҫҫӗ. Эпӗ те вӗсене пӗлетӗп. Вӗсем Ман хыҫӑмран пыраҫҫӗ.
Ӑна хуралҫӑ алӑкне уҫса парать, сурӑхсем ун сассине илтеҫҫӗ, вӑл хӑйӗн сурӑхӗсене ятран чӗнсе кӑларать.
Сурӑхсене кӑларсан вӑл кӗтӳ пуҫӗнче пырать. Сурӑхӗсем, унӑн сассине палланӑран, ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ.
Вӗсем ют ҫын хыҫҫӑн каймаҫҫӗ, сассине палламанран вӗсем унран тараҫҫӗ».
Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ.
Вӗсемшӗн анчах кӗлтумастӑп. Вӗсен сӑмахне итлесе Мана ӗненекен кашни ҫыншӑн кӗлтӑватӑп.
Аттем Мана панисем пурте Ман патӑма килӗҫ. Хам патӑма килекенсене Эпӗ нихӑҫан та хӑваласа ямӑп.
– Турӑ урӑх халӑх ҫыннисене Хӑй ячӗпе пухса Хӑйӗн халӑхӗ тума малтанах кӑмӑл туни ҫинчен Симон пире ӑнлантарса пачӗ.
Эпӗ санпах пулӑп, ҫавӑнпа та сана никам та усал тӑваймӗ: ку хулара Манӑн ҫыннӑмсем нумай».
Вара вӑл мана каларӗ: „Мӑн асаттемӗрсен Турри Хӑй ирӗкне пӗлтерес тесе, Тӳрӗ Христоса кӑтартас тесе, Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмаха итлеттерес тесе сана малтанах суйласа илнӗ.
Эй, тӑвансем! Хӑвӑр пирки мӑнна хурса шухӑшласран эпӗ сире ҫак вӑрттӑнлӑха уҫса парасшӑн. Израиль халӑхӗ кутӑнлашса пурӑнасси яланлӑха мар, вӑхӑтлӑха кӑна. Чӑн Турра пӗлекен пулнӑ ытти халӑхсен шучӗ кирлӗ виҫене ҫитиччен ҫеҫ ҫапла пулӗ.
Хуҫа Турӑ савакан тӑванӑмӑрсем! Пирӗн сирӗншӗн Турра тӑтӑшах тав тумалла. Мӗншӗн тесен Турӑ сире Святой Сывлӑшпа сӑваплатса, чӑнлӑха ӗнентерсе ҫӑлса хӑвармашкӑн чӑн малтанах суйласа илнӗ.
Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,
Тахҫан эсир те халӑхах пулман, халӗ – Туррӑн халӑхӗ. Тахҫан сире каҫарман, халӗ – каҫарнӑ.
Мӗншӗн тесен эсир ҫӗтсе кайнӑ, кӗтӳҫӗсӗр сурӑхсем евӗрччӗ, халӗ вара чунӑрсен Кӗтӳҫи тата Сыхлавҫи патне тавӑрӑнтӑр.
Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.
Акӑ, Эпӗ алӑк умӗнче шаккаса тӑратӑп. Кам Манӑн сассӑма илтсе алӑкне уҫӗ, Эпӗ ун патне кӗрӗп те унпа пӗрле тӑванлӑх апачӗ ҫийӗп, Манпа пӗрле вӑл та ҫийӗ.