Ҫутта тӗттӗмлӗхрен пулма хушнӑ Турӑ пире Хӑйӗн мухтавне пӗлтерсе ҫутта кӑлармашкӑн чӗремӗрсене ҫутатрӗ. Мухтав ҫути вара Иисус Христос сӑн-питӗнчен килет.
Асапӑм та манӑн ҫав сӑлтава пула, анчах та эпӗ вӑтанмастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ Кама ӗненнине пӗлетӗп, ҫав юлашки кун ҫитиччен Вӑл Хӑй мана шантарнине те вӑйра хӑварасса пӗлетӗп.
Анчах та Турӑ хывнӑ никӗс ҫирӗппипех; унта ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ Хӑйӗннисене пӗлет». Тата ҫапла ҫырнӑ: «Хуҫа Турӑ ятне асӑнакан кирек кам та йӗркесӗрлӗхрен пӑрӑнтӑр».
Санӑн ӗҫӳсене те, тӑрӑшулӑхна та, чӑтӑмлӑхна та пӗлетӗп. Эсӗ пӑсӑк ҫынсене тӳсме пултарайманнине те пӗлетӗп. Апостол мар ҫинчех хӑйсене апостол текенсене эсӗ тӗрӗслесе пӑхнӑ та вӗсем суеҫӗсем кӑна пулнине тупса палӑртнӑ.
Санӑн ӗҫӳсене, хуйху-суйхуна та, чухӑнлӑхна та (тӗрӗссипе, эсӗ – пуян) пӗлетӗп. Хӑйсене иудей текенсем сан пирки усал калаҫаҫҫӗ. Вӗсем иудейсем мар – шуйттан пухӑвӗ.
„Эпӗ санӑн ӗҫӳсене пӗлетӗп. Акӑ, Эпӗ санӑн умӑнти алӑка уҫрӑм, ӑна никам та хупаймӗ. Ҫирӗп вӑй-халлӑ мар пулин те, эсӗ Манӑн сӑмахӑма упраса хӑварайрӑн, Ман ятӑмран тунмарӑн.