12 Тара тытнӑ ҫын кӗтӳҫӗ мар, сурӑхӗсем те унӑн хӑйӗн мар. Кашкӑр ҫывхарнине курсан вӑл сурӑхӗсене пӑрахсах тарать. Кашкӑр вара сурӑхсене туртса ҫурать, кӗтӗвне салатса ярать.
Мӗншӗн тесен чиркӳ ертӳҫин ӗненекен ушкӑна, Турӑ ҫуртне йӗркелесе тӑракан пек, ертсе пымалла, хӑйӗн таса пулмалла. Вӑл пуҫтах, кӑра, ӗҫкӗҫ, ҫапӑҫакан, ҫӑткӑн ан пултӑр.