11 Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать.
Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».
Алӑкран кӗрекенни ҫеҫ чӑн-чӑн сурӑх кӗтӳҫи.
Хӑйӗн тусӗшӗн чунне панинчен ытларах юратулӑх пулма пултараймасть.
пӗр-пӗрне юратса пурӑнӑр. Христос та, пире юратса, пирӗншӗн Хӑйне Хӑй парнелӗхе, Турра юрӑхлӑ ырӑ парнелӗхе кӳнӗ.
Пире усаллӑхран тӳлесе илес тесе, Хӑй валли сӑвапласа тасатнӑ, тӑрӑшуллӑ, ырӑ тума пӗлекен, уйрӑм халӑх пултарас тесе, Христос Хӑйне пирӗншӗн вилӗме панӑ.
Хӑйӗн сурӑхӗсен Аслӑ Кӗтӳҫине, Юнӗпе ӗмӗрлӗх халала ҫирӗплетнӗ Иисус Христос Хуҫамӑра вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ канӑҫлӑх Турри,
Вара, Ҫӳлти Кӗтӳҫӗ килсессӗн, эсир мухтавӑн шанми пуҫ кӑшӑлне илме тивӗҫ пулӑр.
Юратулӑх мӗнне эпир пӗлетпӗр: Христос пирӗншӗн чунне панӑ, пирӗн те тӑвансемшӗн чуна пама хатӗр пулмалла.
Мӗншӗн тесен престол умӗнчи Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене чӗрӗлӗх шывӗпе тапса тӑракан ҫӑлкуҫсем патне ертсе кайӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кирек епле куҫҫульне те шӑлса ярӗ».