Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 10:10 - Синодальный НЗ

10 Вӑрӑ вӑрлама, вӗлерме, пӗтерме анчах килет. Эпӗ сире чӗрӗлӗх пама, тулли пурӑнӑҫлӑ тума килтӗм.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 10:10
25 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.


Мӗншӗн тесен Этем Ывӑлӗ ҫухалнисене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ.


Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».


«Ҫырнинче ҫапла каланӑ: „Манӑн ҫуртӑма кӗлӗ ҫурчӗ тейӗҫ“. Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ», – тенӗ вӗсене Иисус.


Саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ пулӗ сире! Эсир ҫынсене Ҫӳлти Патшалӑха кӗме пӳлсе тӑратӑр; хӑвӑр та кӗместӗр, кӗрес текенсене те кӗме памастӑр.


Вӗсене вӗрентсе Вӑл ҫапла каланӑ: «„Манӑн ҫуртӑма пур халӑхсемшӗн те лартнӑ кӗлӗ ҫурчӗ тесе калӗҫ“, – темен-им Ҫырнинче? Эсир вара ӑна вӑрӑ-хурах йӑви туса хунӑ».


Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.


«Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам сурӑх картине алӑкран кӗмест, урӑх ҫӗртен каҫса кӗрет, ҫав – вӑрӑ-хурах.


Эпӗ – ырӑ кӗтӳҫӗ. Ырӑ кӗтӳҫӗ сурӑхӗсемшӗн чунне парать.


Кам та пулин Ман сӑмахӑма илтсен те Мана ӗненмесен, Эпӗ ӑна айӑпламастӑп. Мӗншӗн тесен Эпӗ тӗнчене айӑпламашкӑн мар, ҫӑлмашкӑн килнӗ.


Ҫакна вӑл чухӑнсемшӗн куляннипе мар, хӑй вӑрӑ пулнӑран каланӑ. Ун ҫумӗнче ӗненекенсене пулӑшмалли укҫа арчи пулнӑ, унта янӑ укҫасене вӑл хӑй валли те илкеленӗ.


Хӑйӗн Ывӑлне Турӑ ҫак тӗнчене суд тума яман, Ун урлӑ тӗнче ҫӑлӑнтӑр тесе янӑ.


Апла пулин те эсир чӗрӗлӗх илме Ман патӑма килес теместӗр.


Мӗншӗн тесен Турӑ ҫӑкӑрӗ вӑл – Ҫӳлтен Анаканни, тӗнчене пурӑнӑҫ Параканни».


Эпӗ – ҫӳлтен аннӑ чӗрӗлӗх ҫӑкӑрӗ. Ҫав ҫӑкӑра ҫиекен ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ. Эпӗ паракан ҫӑкӑр вӑл – Манӑн Ӳтӗм. Ӑна Эпӗ тӗнче пурӑнӑҫӗшӗн парӑп».


Епле-ха эппин эсӗ, ыттисене вӗрентсе, хӑвна ху вӗрентместӗн?


Эпӗ калани чӑн, ҫав сӑмаха пирӗн тӗппипех йышӑнмалла: Христос Иисус ҫак тӗнчене ҫылӑхлисене ҫӑлма килнӗ. Эпӗ – ҫылӑхлисенчен те ҫылӑхлӑрах.


Ҫавӑнпа Турӑ та, еткер илме тивӗҫлисене Хӑйӗн ирӗкне улӑштарас ҫуккине кӑтартса, Хӑй сӑмах панине тупапа ҫирӗплетнӗ.


Ҫавӑнпа та Вӑл Хӑйӗн урлӑ Турӑ патне пыракансене яланах ҫӑлӗ, Хӑй ӗмӗр-ӗмӗр пурӑннӑран вӗсен хутне кӗрсех тӑрӗ.


Вара Иисус Христос Хуҫамӑрӑн, Ҫӑлаканӑмӑрӑн ӗмӗрлӗх Патшалӑхне кӗмелли алӑк сирӗншӗн яриех уҫӑлӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ