Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 1:9 - Синодальный НЗ

9 Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 1:9
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Куҫу таса мар пулсан, пӗтӗм ӳт-пӗвӳ те тӗксӗм пулӗ. Ҫапла вара, санӑн ӑшунти ҫутту та тӗттӗм пулсан, чӑн тӗттӗмӳ еплерех-ши?


Санӑн ӳт-пӗвӳ пӗтӗмпех ҫутӑ пулсан, пӗр пайӗ те тӗксӗм мар пулсан, вара сана ҫутаткӑҫ хӑйӗн ҫутипе ҫутатнӑ пек, санӑн пурте ҫутӑ пулӗ».


Унра чӗрӗлӗх пулнӑ, ҫав чӗрӗлӗх этемсемшӗн ҫутӑ пулнӑ.


Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.


Эпӗ – ҫутӑ, Мана ӗненекенсенчен пӗри те тӗттӗмлӗхре ан юлтӑр тесе, Эпӗ тӗнчене килтӗм.


«Ҫул та, чӑнлӑх та, чӗрӗлӗх те – Эпӗ, – тавӑрнӑ ӑна Иисус. – Ман урлӑ каймасан Аттем патне никам та ҫитеймӗ.


Иисус тата ҫапла каланӑ: «Эпӗ – чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли авӑрӗ, Аттем вара – пахчаҫӑ.


«Чӑн-чӑнах калатӑп, – тенӗ Иисус. – Ҫӳлти ҫӑкӑра сире Моисей паман, ҫӳлти чӑн-чӑн ҫӑкӑра сире Ман Аттем парать.


Халӑх хушшинче Ун пирки тӗрлӗ сӑмах ҫӳренӗ. «Ырӑскер Вӑл», – тесе каланӑ пӗрисем. «Ҫук, ҫук! Вӑл халӑха улталать кӑна!» – хирӗҫленӗ теприсем.


Енчен те хамӑра ҫылӑхсӑр тетпӗр пулсан – эппин хамӑра хамӑр улталатпӑр, пирӗнте Ырӑ Хыпар чӑнлӑхӗ ҫук пулать.


Апла пулин те, эпӗ ҫырни – ҫӗнӗ пил-хушу. Ҫав сӑмахсен чӑнлӑхӗ Христосра тата сирӗнте палӑрчӗ, мӗншӗн тесен тӗттӗмлӗх иртсе пырать, чӑн ҫутӑ ҫутата пуҫларӗ.


Эпир тата ҫакна та пӗлетпӗр: Турӑ Ывӑлӗ килчӗ те, чӑн Турра пӗлччӗр тесе, Унӑн чӑн Ывӑлӗпе Иисус Христоспа пӗрлӗхлӗ пулччӑр тесе, пире ҫутӑ та, ӑс-хакӑл та пачӗ. Вӑл – чӑн Турӑ, Вӑл – ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗх.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ