8 Вӑл хӑй ҫутӑ пулман, ӑна Ҫутӑ ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн янӑ.
Ҫав Ҫутӑ – чӑн-чӑн: Вӑл тӗнчене килекен кашни ҫыннах ҫутатать.
– Эпӗ Христос мар, мана Ун умӗнчен янӑ тесе каланӑччӗ эпӗ сире. Ҫав сӑмахсене эсир хӑвӑр та ҫирӗплетме пултаратӑр.
«Иоанн ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ. Вӑл халӑха хӑй хыҫҫӑн Килекене, Христос Иисуса ӗненме ӳкӗтленӗ», – тенӗ вара Павел.