50 Иисус ӑна хирӗҫ ҫапла каланӑ: «„Эпӗ сана смоква йывӑҫҫи айӗнче куртӑм“, – тенипех эсӗ Мана ӗнентӗн. Эсӗ унтан та ытларах курӑн-ха».
Камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн ытлашшипех пулӗ. Камӑн ҫук, унӑнне пур пеккине те туртса илӗҫ.
Вӑл ҫул хӗрринче смоква йывӑҫҫине асӑрханӑ. Иисус йывӑҫ патнерех пынӑ та ун ҫинче ҫулҫӑсӑр пуҫне урӑх ним те тупайман. «Сан ҫинче текех ӗмӗрне те ҫимӗҫ ан пултӑр», – тенӗ Иисус смоква йывӑҫҫине. Смоква ҫав самантрах хӑрса ларнӑ.
Мӗншӗн тесен камӑн пур, ӑна татах парӗҫ, унӑн хушӑнсах пырӗ. Камӑн ҫук, мӗн пуррине те туртса илӗҫ.
Хуҫа Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланасса ӗненнӗшӗн Эсӗ телейлӗ!»
Ҫак сӑмахсене илтсен Иисус унран тӗлӗннӗ. Унтан Хӑй хыҫӗнчен пыракан халӑх еннелле ҫавӑрӑнса: «Калатӑп сире, кунашкал ҫирӗп ӗненӳ Эпӗ Израильте те курманччӗ», – тенӗ.
«Равви! Эсӗ – Турӑ Ывӑлӗ, Эсӗ – Израиль Патши», – тенӗ Нафанаил.
Иисус ӑна тата ҫапла каланӑ: «Чӑн-чӑнах калатӑп сире: паянтан тӳпе уҫӑлнине, Турӑ ангелӗсем Этем Ывӑлӗ патне хӑпарса аннине те курӑр».
«Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус.
Иисус ӑна каланӑ: «Эсӗ Мана курсан тин ӗнентӗн. Курмасӑрах ӗненекенсем телейлӗ».