Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 1:48 - Синодальный НЗ

48 «Эсӗ мана ӑҫтан паллатӑн?» – тесе ыйтнӑ Нафанаил. «Эпӗ сана Филипп чӗничченех, смоква йывӑҫҫи айӗнче тӑнӑ чухнех куртӑм», – тавӑрнӑ Иисус.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 1:48
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,


Эсӗ вара кӗлтунӑ чухне шалти пӳлӗме кӗр те, алӑкна хупса, курӑнми Аҫуна кӗлту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ.


Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ.


Вӗсем Филипа ҫапла тархасланӑ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр! Пирӗн Иисуса курас килет». Филипп Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ.


«Хуҫамӑр! Аттемӗре кӑтартсам, пире урӑх ним те кирлӗ мар», – тенӗ Ӑна Филипп.


Ӑна ҫын ҫинчен кӑтартса пани кирлӗ пулман, Вӑл Хӑех ҫынна витӗр курса тӑнӑ.


Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курнӑ. Вара Филипа ҫапла каланӑ: «Кун чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илмелле-ха пирӗн?»


«Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп.


Ҫапла майпа унӑн вӑрттӑн шухӑш-кӑмӑлӗ палӑрӗ, вӑл Турра чӗркуҫленсе пуҫҫапӗ те: «Турӑ чӑнласах та сирӗнпе», – тейӗ.


Ҫавӑнпа та вӑхӑчӗ ҫитиччен, Хуҫамӑр тепре киличчен никама та айӑпласа ан калаҫӑр. Вӑл килӗ те тӗттӗмре палӑрманнине ҫутта кӑларӗ, вӑрттӑн шухӑшсене те палӑрмалла тӑвӗ. Ҫавӑн чухне вара кашниех Турӑран хӑйне тивӗҫ мухтавне илӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ