46 Анчах та Нафанаил ӑна ҫапла каланӑ: «Назаретран-и? Назаретра мӗн те пулин ырри пулма пултарать-и вара?» «Кайса пӑх эппин», – тенӗ ӑна Филипп.
Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,
Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Мӗн тусан тӗрӗс, мӗн тусан тӗрӗс мар пулнине мӗншӗн-ха эсир хӑвӑр тӗллӗн татса параймастӑр?
Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ.
Филипп вара Нафанаила тӗл пулса каланӑ: «Моисей саккунӗнче тата пророксен сӑмахӗнче Кам ҫинчен каланӑ, эпир Ҫавна шыраса тупрӑмӑр. Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Назаретри Иисус иккен».
Вӗсем Филипа ҫапла тархасланӑ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр! Пирӗн Иисуса курас килет». Филипп Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ.
«Хуҫамӑр! Аттемӗре кӑтартсам, пире урӑх ним те кирлӗ мар», – тенӗ Ӑна Филипп.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»
Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курнӑ. Вара Филипа ҫапла каланӑ: «Кун чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илмелле-ха пирӗн?»
«Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп.
«Эсӗ те Галилея ҫынни мар пулӗ те? – тенӗ ӑна. – Лайӑхрах тӗпче те ҫакна пӗлсе тӑр: ку таранччен Галилейӑран пророк тухман та, тухас та ҫук».
Ку аван-и, аван мар-и тесе шухӑшлӑр та, аванни хыҫҫӑн кайӑр.