43 Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ.
Филипп, Варфоломей, Фома, налук пухакан Матфей, Алфей Иаковӗпе Фаддей текен Леввей,
Иоана тытса хупнине илтсен Иисус Галилея ҫӗрне кайнӑ.
Анчах Иисус ӑна ҫапла каланӑ: «Ман хыҫӑмран пыракан пул, вилнӗ ҫыннисене вилӗмлисемех пытарччӑр».
Ҫавӑн хыҫҫӑн Иисус налук пухмалли ҫурт умӗпе иртсе пынӑ. Вӑл унта ларакан Матфей ятлӑ ҫынна курнӑ та ӑна: «Ман хыҫӑмран пыракан пул», – тенӗ. Вара лешӗ тӑнӑ та Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Этем Ывӑлӗ ҫухалнӑ ҫынсене шыраса тупса ҫӑлма килнӗ», – тенӗ Иисус.
Ҫакӑ Иоанн шыва кӗртнӗ вырӑнта, Иордан леш енчи Вифаварта, пулса иртнӗ.
Тепӗр кунне Иоанн хӑй патне Иисус пынине курнӑ та каланӑ: «Акӑ тӗнче ҫылӑхне Хӑй ҫине илекен Турӑ Путекки.
Тепӗр кунне Иоанн икӗ вӗренекенӗпе пӗрле каллех ҫавӑнта тӑнӑ.
Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Филипп вӑл Андрейпа Петр ҫуралнӑ Вифсаида хулинченех пулнӑ.
Вӗсем Филипа ҫапла тархасланӑ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр! Пирӗн Иисуса курас килет». Филипп Галилейӑри Вифсаида ҫынни пулнӑ.
«Хуҫамӑр! Аттемӗре кӑтартсам, пире урӑх ним те кирлӗ мар», – тенӗ Ӑна Филипп.
Ҫапла вара, Галилейӑри Кана хулинче хӑватлӑ ӗҫсем тума пуҫласа, Иисус Хӑйӗн чап-мухтавне кӑтартнӑ; вӗренекенӗсем Ӑна ӗненнӗ.
Иисус пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ та Хӑй патне темӗн чухлӗ халӑх пынине курнӑ. Вара Филипа ҫапла каланӑ: «Кун чухлӗ халӑха тӑрантармалӑх ҫӑкӑр ӑҫтан сутӑн илмелле-ха пирӗн?»
«Кунта ик ҫӗр динарийлӗх ҫӑкӑр туянсан та ҫитес ҫук. Кашнине пӗрер татӑк та лекеймӗ», – тенӗ Филипп.
Анчах та эпӗ ҫитес ҫӗре ҫитрӗм теме пултараймастӑп. Христос мана мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавӑн патне тӑрӑшсах ӑнтӑлатӑп.
Турӑ пире маларахран юратнӑ, ҫавӑнпа та Ӑна юратар.