42 ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Иисус ун ҫине пӑхса илнӗ те каланӑ: «Эсӗ, Иона ывӑлӗ Симон, малашне Кифа ятлӑ пулӑн». Кифа тени Петр тениех, вӑл Чул тенине пӗлтерет.
Сирӗн ҫинчен пурин пирки те каламастӑп. Хам суйласа илнисене Эпӗ пӗлетӗп. Ҫырнинче „Манпа пӗрле ҫӑкӑр ҫиекенех Мана хирӗҫ тӑчӗ“ тесе калани пурнӑҫлантӑр ӗнтӗ.
Эпӗ Турӑ панӑ тивлетпе апостол тивӗҫне туса тӑнине пӗлсен, Иаков, Кифа тата Иоанн, тӗне тытса тӑракан ҫак хисеплӗ улӑпсем, Варнавӑпа иксӗмӗре юлташла алӑ тытрӗҫ. Ку ӗнтӗ эпир ытти халӑхсем патне каяс пирки, хӑйсем вара ӳт кастарнисем патне каяс пирки килӗшсе татӑлни пулчӗ.