40 Иоанран Иисус ҫинчен илтсе Ун хыҫҫӑн каяканӗсенчен пӗри Петр текен Симон шӑллӗ Андрей пулнӑ.
Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн,
Пӗррехинче Иисус Геннисарет кӳлли хӗрринче чарӑнса тӑнӑ. Турӑ сӑмахне итлесшӗн Ун патне халӑх кӗпӗрленсе пухӑннӑ.
«Ман хыҫӑмран пырсан хӑвӑрах курӑр», – тенӗ Иисус. Вӑхӑт кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле пулнӑ. Вӗсем, Ун хыҫҫӑн пырса, Вӑл ӑҫта пурӑннине курнӑ. Иисус патӗнче вара вӗсем кунӗпех пулнӑ.
Иисуспа вӗренекенӗсене те ҫав туя чӗннӗ.
Вӗренекенӗсем хӑйсем хушшинче: «Кам та пулин Ӑна ҫимелли илсе килсе паман-и?» – тесе калаҫкаланӑ.
Иисусӑн пӗр вӗренекенӗ, Петр текен Симонӑн шӑллӗ Андрей, Ӑна ҫапла каланӑ:
Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.