Никодим пӗррехинче ҫӗрле Иисус патне пынӑ та Ӑна ҫапла каланӑ: «Равви! Эсӗ Турӑ янӑ Вӗрентекен пулнине эпир пӗлетпӗр. Турӑ пулӑшмасан Эсӗ кӑтартакан хӑватсене тума никам та пултараяс ҫук».
Вӗренекенӗсем вара Иоанн патне пынӑ та каланӑ: «Равви! Иордан леш енче санпа пӗрле Пӗри пулнӑччӗ, эсӗ Ун ҫинчен ху та ҫирӗплетсе пӗлтернӗччӗ. Акӑ халӗ Вӑл Хӑй шыва кӗрте пуҫларӗ, пурте Ун патне ҫӳреҫҫӗ».