37 Ҫак сӑмахсене илтсен икӗ вӗренекенӗ те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Вара иртсе пыракан Иисуса курсан: «Акӑ Турӑ Путекки», – тенӗ.
Иисус ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та вӗсем Хӑй хыҫӗнчен пынине асӑрханӑ. «Сире мӗн кирлӗ?» – ыйтнӑ Вӑл. «Равви! (Равви тени Вӗрентекен тени пулать.) Ху ӑҫта пурӑннине каласам пире», – тенӗ лешсем.
Тепӗр кунне Иисус Галилейӑна кайма шут тытнӑ. Вӑл Филипа тӗл пулнӑ та: «Атя Ман хыҫӑмран», – тенӗ.
Ҫапла вара, ӗненес тесен, малтан Турӑ сӑмахне илтес пулать.
Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр.
«Килсем!» – теҫҫӗ Сывлӑш та, Путекӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ те. «Килсем!» – тетӗр ҫакна итлекенӗ те. Ӑш хыпни те, кӑмӑл тӑваканни те килсе чӗрӗлӗх шывне ахалех илтӗр.