33 Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Анчах та мана шывпа тӗне кӗртме Яраканӗ ҫапла каларӗ: „Ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш кам ҫинче тӑнине курӑн, Ҫавӑ Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртекенӗ пулӗ“.
Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.
Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.