32 Тата Иоанн ҫапла ҫирӗплетсе каланӑ: «Кӑвакарчӑн пек курӑнса ҫӳлтен анакан Святой Сывлӑш Ун ҫинче тӑнине куртӑм эпӗ.
Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ.
Иисус шывран тухнӑ самантрах Иоанн тӳпе уҫӑлса кайнине, Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн пек курӑнса Ун ҫине аннине асӑрханӑ.
Ун ҫине Святой Сывлӑш кӑвакарчӑн кӗлетки пек курӑнса аннӑ. Вара тӳперен сасӑ илтӗннӗ: «Эсӗ – Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Манӑн ырӑ кӑмӑлӑм Санра!»
Эпӗ хам та Ӑна пӗлместӗмччӗ. Ҫапах та, Израиль халӑхӗ Ӑна пӗлтӗр тесе, шывпа тӗне кӗртме килтӗм».
Хӑй урлӑ Ҫутта пурте ӗненччӗр тесе вӑл Ҫутӑ ҫинчен каласа пӗлтерме килнӗ.
Ман пирки Тепри те ҫирӗплетсе пӗлтерет. Вӑл Ман ҫинчен пӗлтерни чӑн пулнине Эпӗ пӗлетӗп.