Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Иоанн 1:26 - Синодальный НЗ

26 Иоанн вӗсене хирӗҫ ҫапла каланӑ: «Эпӗ шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та сирӗн хушшӑрта хӑвӑр та пӗлмен Пӗри пур.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Иоанн 1:26
14 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Эпӗ сире ӳкӗнтерсе шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та ман хыҫҫӑн Килекенни манран хӑватлӑрах, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.


Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртрӗм, Вӑл вара сире Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗ».


Иоанн пурне те ҫапла каланӑ: «Эпӗ сире шывпа тӗне кӗртетӗп. Анчах та манран Хӑватли килет, эпӗ Унӑн пушмакне хывма та тивӗҫлӗ мар. Вӑл сире Святой Сывлӑшпа тата вутпа тӗне кӗртӗ.


Аттеме те, Мана та пӗлменрен вӗсем ҫапла хӑтланӗҫ.


Эй, тӳрӗлӗхлӗ Аттем! Тӗнче Сана пӗлмерӗ, анчах та Эпӗ Сана пӗлтӗм. Кусем те Мана Эсӗ янине пӗлчӗҫ.


Сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, пӗлни тата Ху кунта янӑ Иисус Христоса пӗлни ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ пулать те ӗнтӗ.


«Санӑн Аҫу ӑҫта?» – ыйтнӑ Унран. Иисус вӗсене хирӗҫ каланӑ: «Эсир Мана та, Аттеме те пӗлместӗр. Мана пӗлес пулсан Манӑн Аттене те пӗлнӗ пулӑттӑрччӗ».


Мӗншӗн тесен Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, эсир вара тепӗр темиҫе кунран Святой Сывлӑшпа тӗне кӗрӗр».


Ҫавӑн чухне эпӗ Хуҫамӑр сӑмахне аса илтӗм. „Иоанн шывпа тӗне кӗртнӗ, сире вара Святой Сывлӑшпа тӗне кӗртӗҫ“, – тенӗччӗ Вӑл.


«Иоанн ҫылӑхран ӳкӗнтерсе шыва кӗртнӗ. Вӑл халӑха хӑй хыҫҫӑн Килекене, Христос Иисуса ӗненме ӳкӗтленӗ», – тенӗ вара Павел.


Курӑр-ха, Атте Турӑ пире епле юратать. Вӑл пире Турӑ ачисем пулма, ҫав ята тивӗҫлӗ пулма ирӗк панӑ. Анчах та тӗнче, Турра пӗлмен пирки, пире те йышӑнмасть.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ