25 «Эсӗ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан, мӗншӗн эппин шыва кӗртетӗн?» – тесе ыйтнӑ унран вӗсем.
«Ку вӑл Иисус, Галилейӑри Назаретран тухнӑ Пророк», – тенӗ ҫынсем.
Иисус Турӑ Ҫуртне пырса ҫынсене вӗрентнӗ чух Ун патне аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пынӑ. «Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? Кам Сана ҫакнашкал ирӗк панӑ?» – тесе ыйтнӑ вӗсем.
Иоанн вӗсене ҫылӑхӗсенчен ӳкӗнтерсе Иорданра шыва кӗртнӗ.
Ыйтма пынисем фарисейсем пулнӑ.
«Ҫав Ҫын ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳрӗр тесе сире ҫирӗппӗнех асӑрхаттармарӑмӑр-и? Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗвӗре пӗтӗм Иерусалимӗпе сарса ятӑр, Ҫав Ҫын вилнишӗн те пире айӑплас тетӗр».